Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ун чӗринче — аваллӑх чунӗ

Виталий Петрович Петров /Праски Витти/ Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ 70 ҫул тултарчӗ.


Унӑн творчестви нумай енлӗ те анлӑ. Искусство ӗҫне вӑл студент чухнех хутшӑннӑ. Вӗренсе тухсан малтанхи тапхӑрта Пермь кӗнеке издательствинче, каярахпа тӗрлӗ хуласенче монументалист-ӳнерҫӗре ӗҫленӗ. 1975 ҫулта Сызрань хулинче “Мирлӗ ӗҫ” ятлӑ панно тунӑ, ӑна Эксперт Канашӗ РСФСРта ҫав ҫул тунӑ монументлӑ ӗҫсенчен чи лайӑххи тесе йышӑннӑ. Ӳнерҫӗн сумӗ ӳссе пынӑ. Ӑна тӗрлӗ комиссисен канашне суйланӑ. Ют ҫӗршывсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсен семинарӗсене хутшӑннӑ, выставкӑсем ирттернӗ.

Пирӗншӗн вӑл, хӑй 45 тултарсан, Ҫӗнӗ Шупашкарти спорткомплекс интерьерӗнче “Манӑн ҫӗр” монументпа декораци картинине ҫырнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ паллӑ пулчӗ. Ҫак ӗҫре унӑн пысӑк ӑсталӑхне, чӑвашла тарӑн шухӑшлама пултарнине куртӑмӑр. Тулли хак пачӗҫ ӳнерҫӗ ӗҫне. Праски Витти питӗ пултаруллӑ ӳнерҫӗ пулнине ӑнланчӗҫ. Тинех ӑна чунран пуҫ тайни сисӗнчӗ. Грексен мифри Геракл паттӑрӗ хӑй вӑйне ҫӗртен илнӗ пулсан, Виталий Петрович вара хӑйӗн творчествинчи пахалӑха тӑван ҫӗршывӗнче, халӑх темисенче тупрӗ.

Пӗрремӗшӗ К.В.Ивановӑн “Нарспи” поэмипе темиҫе ярӑм композици тӑвасси пулчӗ. Ку тема ӑна халӗ те канӑҫ памасть-ха, унпа малалла ӗҫлет. Уншӑн ӗмӗрхи тема пулса тӑчӗ тесен те тӗрӗс.

“Нарспи” поэма ӗҫӗсенче ӳнерҫӗ пӗр иккӗленмесӗр композици варринче самай пысӑк вырӑн йышӑнакан эреше — чӑваш хӗрарӑмӗн е арҫынсен кӗписене — вырнаҫтарать. Ку питӗ вырӑнлӑ темелле, ҫакӑ сюжетри сценӑсене халӑхпа ҫыхӑнтарма пулӑшакан хатӗрсем, символсем пулса тӑраҫҫӗ.

К.Иванов — ӳнерҫӗн юратнӑ поэчӗ. Виталий Петрович поэмӑра ҫырнине тӳррӗн ҫеҫ кӑтартмасть, унта пулса иртнисене хӑй туйӑмӗ витӗр курса тӗрлӗ символ кӗртрӗ, ҫӗнӗ шухӑшсемпе пуянлатрӗ, пулса иртнисен тапхӑрне вӑрӑмлатрӗ. Иккӗмӗшӗ, халиччен никам ҫӗклемен “Тӗнче курӑмлӑхӗ, кӗпе тумтир”, “Авалхи культура ҫӳпҫинчен” тата “Чӑваш тӗрри витӗр” темӑсем тӑрӑх питӗ пысӑк туйӑмлӑ ӗҫсем турӗ.

Хитрелӗх, гармони пӗрлӗхӗ, чӑваш туйӑмлӑ чун пахалӑхӗ ӳнерҫӗ ӗҫӗсенче. Чӑнни те, юмах та, умри те, фантази те пурте пӗр тытӑмра авалхи паянхипе ҫыхӑнать.

Чӑн-чӑн философ халӑхӑн тӗлӗнмелле эпосӗ ҫинчен ҫырнӑ хайлавсем пек курӑнаҫҫӗ унӑн ӗҫӗсем.

Ҫак тапхӑрта ӳнер тухтӑрӗн А.Трофимовӑн “Орнамент чувашской народной вышивки” кӗнеке тухрӗ. Вӑл тӗпчесе ҫырса каланисем ӳнерҫӗн шалти туйӑмне ҫӗнӗ шухӑшсемпе пуянлатма пулӑшрӗ тесен йӑнӑш мар пулӗ. Виҫҫӗмӗшӗ, питӗ кӗске вӑхӑтрах вӑл паллӑ ҫынсен сӑнарӗсене ӳкерет: И.Ульянов, Н.Ашмарин, И.Яковлев, Ҫеҫпӗл Мишши, К.Иванов, А.Миттов тата ытти те.

Виталий Петрович нумай чух хӑйӗн ӗҫӗсене тӗрлӗ символсемпе, урӑхла каланисемпе, тӗрлӗ ытти паллӑпа пуянлатать. Унӑн картинисен чӗлхи те урӑхла. Халӑх историне, символӗсене пӗлнисӗр пуҫне тупма пултармалла. Пултарулӑх тытӑмӗ хӑйне евӗр ҫирӗпленнӗ. Ӳнерҫӗ пӗр унӑн ҫеҫ пур пахалӑха кӑтартма пулӑшать. Ҫакӑ чӑваш искусствишӗн чӑннипе те ҫӗнӗ йӗр, пулӑм пулчӗ.

Праски Витти чӑваш культурин ҫӗнӗ кӗтесне уҫса тӑван халӑха ҫӳллӗ шая ҫӗклерӗ, тӗнчене кӑларчӗ. Ӳнерҫӗ хӑй те тӗлӗнмелле ҫын. Уншӑн кулленхи пурнӑҫ, легендӑпа мифсем, кӗнекесенче ҫырнисем, авалхи халӑх юррисем пурте кирлӗ сӑнарсем пулса тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр пулӑмпа ҫаплипех тӳррӗн усӑ курать. Пурнӑҫри кашни япалана питӗ тинкерсе пӑхать, хӑйӗн шухӑшӗпе ҫыхӑнтарма юратать. Яланах уҫҫӑн калать. Калаҫӑвӗпе ҫынна тыткӑна илет. Ҫӗнӗ ырӑ шухӑшсемпе пурӑнать вӑл. Пур енӗпе те ҫирӗпленсе ҫитнӗ тапхӑрта пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑнта юратнӑ тӑван халӑхне асӑнмалӑх ҫӗнӗ юрӑ кӗвӗлесе хӑварма ӗмӗтленет.

Сывлӑх, ӑнӑҫу сунатпӑр ӑна.

Николай ЕНИЛИН /Неҫҫе Кули/,
ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи.
«Хыпар», 2006, авӑн, 23
>>


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-07-13 09:08:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4384 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем